Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, каҫхи 8 сехет тӗлӗнче Канаш районӗнчи Сухайкасси ялӗнче пушар пулнӑ. Шел те, инкексӗр вӗҫленмен - ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Пушар 56 ҫулти арҫын хуҫалӑхӗнче тухнӑ. Пушара сӳнтерсен кил хуҫин виллине тупнӑ. Пӳртре вырӑн таврашӗ, матрас ҫунса кайнӑ. Арҫын виллине пӳлӗмре тупнӑ.
Халӗ пушар мӗнрен тухнине уҫӑмлатаҫҫӗ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 27-мӗшӗнче ҫил-тӑвӑлран шар курнӑ ҫемьсене укҫан пулӑшма палӑртнӑ. Кун пирки Инкеклӗ лару-тӑру патшалӑх комитечӗн ертӳҫи Сергей Павлов пӗлтернӗ. Шар курнӑ ҫемьсене 10-шар пин тенкӗ тӳлӗҫ.
Аса илтерер: ҫил-тӑвӑл ытларах Йӗпреҫ, Комсомольски, Канаш районӗсенче алхаснӑ.
Харпӑр ҫуртсемсӗр пуҫне республикӑра ҫил-тӑвӑл 9 шкула сиенлетнӗ. Тӑкак 9,95 миллион тенкӗпе танлашнӑ. Чылай шкулӑн тӑрри сменленнӗ.
Канаш районӗнчи пӗр ялта пурӑнакан арҫынна йывӑҫ каснӑшӑн явап тыттарӗҫ.
64 ҫулти ҫын Канашри вӑрман хуҫалӑхне шар кӑтартнӑ. Пурӗ 150 пин тенкӗ ытлалӑх.
Йывӑҫ каснине вырӑнти йӗрке хуралҫисем утӑ уйӑхӗнче тупса палӑртнӑ.
Арҫын тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 260-мӗш статйин 3-мӗш пайӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ватӑ ҫын йӗрке хуралҫисене хыра киле валли каснине пӗлтернӗ.
Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, пуҫиле ӗҫе тӗпчесси малалла пырать.
Ҫаврӑнӑҫуллӑ ҫынсем темрен те укҫа тума пӗлеҫҫӗ. Ан ӳркен кӑна.
Пирӗн тӑрӑхра сиплӗ тӗрлӗ курӑк ӳсет. Ӑна пухмалла кӑна.
Канаш районӗнче чей туса кӑларма тытӑннӑ. Ҫав ӗҫпе ҫине тӑраканни – асӑннӑ тӑрӑхри «Мелилотус» тирпейлекен кооператив. Вӑл хӗлхен курӑкӗнчен хатӗрленӗ чее пӗчӗк хутаҫа тултарса сутать.
Ҫакна та палӑртмалла: Ҫӗнӗ Шелттӗмри ҫав кооператив унччен чӑваш пылне, пыллӑ квас тата пылак шыв туса сутма тытӑннӑ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 27-мӗшӗнче республикӑра алхаснӑ ҫил-тӑвӑл мӗн чухлӗ тӑкак кӳнине шутланӑ. Тӳре-шара пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл 47 ытла миллион тенкӗпе танлашнӑ. Кун пирки ЧР Элтеперӗ Телеграм-каналӗнче хыпарланӑ.
Ҫил-тӑвал хыҫҫӑн инкеклӗ лару-тӑрӑва пӗтерекен комиссин черетсӗр ларавӗ иртнӗ. Унта тӳре-шара муниципалитетсен шайӗнче инкеклӗ лару-тӑру режимне тума йышӑннӑ.
Уйрӑмах Комсомольски, Йӗпреҫ, Канаш районӗсем шар курнӑ. Малтанлӑха шутланӑ тӑрӑх, асар-писер ҫанталӑк 47 ытла миллион тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ.
Элтепер ҫил-тӑвӑлран шар курнӑ ҫынсене пулӑшмаллине каланӑ, Финанс тата Ӗҫлев министерствисене укҫа уйӑрас ыйтӑва пӑхса тухма хушнӑ.
Ӗнер Чӑваш Енре ҫил-тӑвӑл алхасни, ҫумӑр вӑйлӑ ҫуни пирки, ҫавна май хӑш-пӗр ял ҫутӑсӑр юлни, ҫуртсем сиенленни ҫинчен пӗлтернӗччӗ. Уйрӑмах Канаш, Йӗпреҫ, Комсомольски районӗсенче пурӑнакансем шар курнӑ.
Красноармейски районӗнче вара ҫынна аҫа ҫапнӑ. Ку Тватпӳрт ялӗ патӗнче пулнӑ. 55 ҫулти арҫын аслатиллӗ ҫумӑр ҫунӑ вӑхӑтра уйра пулнӑ. Шел, унӑн пурнӑҫне ҫӑлма май килмен, ӑна вилмеллех аҫа ҫапнӑ.
Германирен пӗр ҫемье Чӑваш Ене куҫса килнӗ. Хӑйсем журналистсене ӗнентернӗ тӑрӑх, кунта вӗсен ачисем хӑйсене аванрах та туяҫҫӗ, тӗрлӗ енлӗн аталанаҫҫӗ.
Андреас тата Инна Цурт паллашса пӗр ҫемьепе пурӑнма тытӑннӑранпа 14 ҫул ӗнтӗ. Инна — чӑваш хӗрӗ. Вӑл Канаш районӗнчи Сухайкасси ялӗнче ҫуралнӑ. Ҫемье пуҫӗ, Андреас, — Берлинта. Пулас мӑшӑр Германин тӗп хулинче паллашнӑ.
Цуртсен ҫемйинче пурте вырӑсла тата нимӗҫле пӗлеҫҫӗ («Пӗр класрисем» ушкӑнри «Чувашский край» пабликра вырнаҫтарнӑ хыпарта чӑваш чӗлхи пирки асӑнман. Интернационаллӑ ҫемьери ачасем амӑшӗн тӑван чӗлхине ӑша илнипе илменнине калаймӑпӑр).
Ҫемьери аслӑ ывӑл Александер Канашри 3-мӗш шкулта вӗренет, академи вокалӗпе кӑсӑкланать, хорта юрлать, вӑл Ҫамрӑк чукунҫулҫӑсен клубне ҫӳрет. 4-мӗш класс вӗренсе пӗтернӗ Христиан А.В. Кочетов ячӗллӗ Чӑваш кадет корпусне вӗренме кӗресшӗн. Ҫемьери чи кӗҫӗнни — Мартин та аслисене кура талпӑнуллӑ.
Ашшӗ-амӑшӗ каланӑ тӑрӑх, ачасем Раҫҫейре чӑннипех те аталанма пуҫланӑ. Аслисене вӗсем кил-тӗрӗшӗнчи ӗҫсенче пулӑшаҫҫӗ. Кӑҫал ачасем пуҫласа ҫӗрулми лартса курнӑ.
Инженер пӗлӗвӗллӗ Андреас пӳрт тума тытӑннӑ.
Чӑваш Ен урлӑ иртекен «М-12» ҫула 2023 ҫулта хута яма палӑртаҫҫӗ. Нумаях пулмасть ҫак ыйтупа РФ Правительствин Председателӗн заместителӗ Марат Хуснуллин канашлу ирттернӗ.
Аса илтерер: машинӑсене хӑвӑрт ҫӳремелли ҫав ҫул пирӗн регионта 100 километар яхӑн пулӗ. Ӑна Ҫӗмӗрле, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Комсомольски, Канаш тата Тӑвай районӗсем урлӑ сарӗҫ.
«М-12» ҫулӑн Мускаври МКАД патӗнчен пуҫӑнса Орехово-Зуево хули таранхи пайне кӑҫал хута ярӗҫ, Чӑваш Енри лаптӑка килес ҫул туса пӗтересшӗн.
«М-12» ҫула 2023 ҫулта хута ярасшӑн. Унпа Мускавран Хусана 6-7 сехетре ҫитме май килӗ.
Кӑҫал пирӗн республикӑри юханшывсенче пулӑсем вилнӗ 7 тӗслӗхе шута илнӗ. Мӗнпур ҫав тӗслӗхе республикӑн Ҫутҫанталӑк тата экологи министерстви тӗрӗслесе тӑнине ӗнентерет. Кун пирки Эмир Бедертдинов министр каланӑ. Ку хыпара министерствӑн сайтӗнче пӗлтернӗ.
Пулӑ вилнине пӗлсен специалистсем кашнинчех тӗрӗсев йӗркеленӗ. Унта ҫутҫанталӑка сыхлакан прокуратура, Росрыболовство учрежденин ӗҫченӗсем те хутшӑннӑ.
Пулӑсем вилнӗ 7 тӗслӗхрен тӑваттӑшӗнче (Йӗпреҫ районӗнчи Пучинкери, Муркаш районӗнчи Шетмӗпуҫӗнчи пӗвесенче, Шупашкар районӗнчи Шемшер ялӗ ҫывӑхӗнчи Йӑршу юханшывӗнче тата Канаш районӗнчи Кивӗ Ахпӳт ялӗ патӗнчи Энӗш юханшывӗнче) шывра сиенлӗ япаласем нумай пулнӑ.
Ҫав вӑхӑтрах Етӗрне районӗнчи Пӗрремӗш Йӑвански тата Ҫӑлкасси ялӗсем патӗнчи пӗвесенче тата Чебоксарка юханшывра сиенлӗ япаласен хутӑшӗ пулӑсене вӗлермеллех нумай пулманнине тупса палӑртнӑ.
Апла-и, капла-и, шывпа усӑ куракансен тимлӗ пулмалла. Ытарлӑрах каласан, хамӑр ӗҫекен ҫӑла сурма кирлӗ мар.
Паян, ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, Канаш районӗнчи Ҫеҫпӗл ялӗнче вилӗмсӗр Ҫеҫпӗл Мишшине асра тытса пуҫтарӑннӑ. Поэтӑн пурнӑҫӗ шӑп та лӑп 100 ҫул каялла Украинӑри Остёр хули ҫывӑхӗнчи Старогордка ялӗнче татӑлнӑ.
Поэтӑн тӑван тӑрӑхне паян чӑваш халӑх поэчӗ — Ҫеҫпӗл Мишши фончӗ директорӗ Валери Туркай; Светлана Асамат поэт тата юрӑҫ; чӑваш поэтесси, драматургӗ, тӑлмачӑ Раиса Сарпи; Шупашкарти Ҫеҫпӗл Мишши музейӗн заведующийӗ Антонина Андреева; Алексей Енейкин тележурналист; Олег Цыпленков кинематографист тата Чӑваш Енри профессионал писательсен союзӗн правленийӗн председателӗ Улькка Эльмен пуҫтарӑннӑ. Унсӑр пуҫне «Тӑван ҫӗршывӑн ывӑлӗсем» офицерсен юлташлӑхӗн хастарӗсем Владимир Андреев подполковник тата Вячеслав Ильин полковник ҫитнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, -7 - -9 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.